назв. болезни. ЧС. Чăвашсем: çын çилли чирĕ пур, теççĕ. Вăл çакăнсан, пит шăнтать те пуса хĕстерсе ыраттарать, теççĕ... Кам-та-кам пĕр-пĕр çĕрте ятлаçнине курсан, çинчех, çиллисем ан çакăнччăр тесе, пĕр тăвар шăлĕпе пĕр ывçă кĕл кăларса тăкмасан (вĕçтермесен), вăл çынна çын çилли çакăнать вара, теççĕ вĕсем... Тата вĕсем кĕл вĕçтерес вырăнне пĕр курка шыв кăларса сапсан та юрать, теççĕ. Çын çилли ан çакăнтăр тесе, кĕл вĕçтернĕ чух, е шыв кăларса сапнă чух калаççĕ: çавăнпа çавсем вăрçнă çĕрте çӳрерĕм; çавăн çилли çакăнчĕ пулĕ, е унăн çилли çакăнчĕ пулсан та (кунта вăрçаканĕсенĕн ячĕсене калаççĕ), сирĕлтĕр, çак кĕл епле вĕçсе каять, çавăн пекех вĕçсе кайтăр, теççĕ. Çын çилли çакăнсан, вĕсем вĕревçе илсе пырса вĕртеççĕ, вĕртсен вара, каять, теççĕ. (Рассказ чувашина о том, как лечил его вĕрĕвçĕ от çын çилли). Вăл малтанах пĕр курка шыв илсе, ман пуç тавра темĕскер пăшăлтатса каласа виççĕ çавăрчĕ те, чӳрече виттĕр тулалла тăкрĕ. Çапла виççĕ курка пуç тавра çавăра-çавăра тăкрĕ. Унтан вара пĕр сăра курки шыв илчĕ, унта тăвар ячĕ те, шĕшлĕпе хайăрса, шывĕ çине сура-сура вĕре пуçларĕ. Вĕрме ак çапла пуçласа кайрĕ: е пĕсмĕлле, пĕр турă! Турăран ырлăх, этемрен сиплĕх; кун таврăнать — таврăнтăр, çĕр çаврăнать — çаврăнтăр; Атал урлă, Сăрă урлă килнĕ юмăç-карчăк, çавă вĕрет, çавă сурать... тет. Тата урăх та нумай каласа кайрĕ те, пурне те илтеймерĕм. Вĕрсе пĕтерсен сăра куркинчи таварлă-сурчăклă шывне мана ĕçме пачĕ. Шывне çăвара чикме çук, тăварлă, çапах та пулсан ирĕксĕрех ĕçсе ятăм.
См. также:
çыма çын çын ăслă çын çилли « çын çилли чирĕ » çын çинче çын çурри çын ачи çын вĕçăн çын вилли